Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ефимова Серафима Мироновна

Ефимова Серафима Мироновна (хӗр чухнехи хушамачӗ Миронова), — чӑваш радиовӗн чи пӗрремӗш дикторӗсен пӗри. 1917 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 28 Хусан кӗпернийӗн Ҫӗрпӳ уесӗнчи (халӗ Чӑваш Енӗн Ҫӗрпӳ районӗ) Такана ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27 Шупашкарта вилнӗ.

Мӑшӑрӗ — Ефимов Георгий Андреевич

СССР тивӗҫлӗ радисчӗ. Ҫарти хӑюлӑхпа тавҫӑрулӑхшӑн I степень Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫи орденне, «Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале, юбилей медалӗсене — пурӗ вунна яхӑн вӗсем — тивӗҫнӗ.

Кун-ҫулӗ

Тӑватӑ ачаллӑ хресчен ҫемьинче ҫуралса ӳсрӗ. Ашшӗ Мирон Иванович Иванов, амӑшӗ Фекла Никитична ятлӑ пулнӑ. Серафима чи аслӑ ачи пулнӑ, кӗҫӗнреххисем — Надежда, Тоня, Толя. Тоня Чулхула ют чӗлхесен институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ҫав тӑрӑхрах юлнӑ. Надя, Толя тата амӑшӗ Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен ҫынсене вербовкӑпа Калининград облаҫне ӗҫлеме илсе кайнӑ вӑхӑтра, 1946 ҫулта, унта ҫул тытнӑ.

Серафима Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ — вӑрҫӑ хирне 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. Тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — вӑл Хӗвел тухӑҫ фрончӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен батальонӑн сӑнавҫи, унтан сӑнав пункчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫу-чӳк уйӑхӗсенче 103-мӗш артиллери дивизийӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен аслӑ разведчикӗ тата ытти те.

Ҫартан таврӑнсан Серафима Мироновна тӳрех хӑйӗн юратнӑ ӗҫне кӳлӗннӗ.

Ӗҫӗ

Серафима Мироновна Чӑваш Радиовӗн чи пӗрремӗш дикторӗсен пӗри. Хӑй ӗҫепе чӑваш диктор искуствине никӗсленӗ. Радиора 35 ҫул ӗҫленӗ.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Халӑх юратнӑ диктор (Осип Алексеев)


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-13 20:08:22 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9408 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем